Ял пурнӑҫӗ
![]() Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Каншел тата Пӑлаҫи Атӑк ялӗсем уява пухӑнаҫҫӗ. Каншелсем Питравра ял кунне 20 ҫул ытла уявлаҫҫӗ. Каншелсемпе пӑлаҫи атӑксене «Малалла» хуҫалӑх ертӳҫи уявпа саламланӑ. Вӗсене ырӑ сӑмах калама ытти тӳре-шара та килнӗ. Хӑнасем ентешӗсене чылай ӑшӑ сӑмах каланӑ. Икӗ ял чунран савӑнса концертпа киленнӗ. Сцена ҫине «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗ тата ял тӑрӑхӗнчи пӗчӗк артистсем тухнӑ. Уяв лапамӗнче ӑмӑртусем, конкурссем йӗркеленӗ, аттракционсем ӗҫленӗ. Ҫавӑнтах шашлӑк пӗҫернӗ, чей вӗретнӗ, пылак ҫимӗҫ сутнӑ. Икӗ яла саламлама чӑваш эстрада артисчӗсем те килнӗ. Сӑнсем (63) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Куславкка районӗнчи Куснар ҫыннисем шыв ҫитменнипе аптӑранӑ. Хальлӗхе, ҫумӑр ҫунӑ чухне, вӗсем шывсӑр лармаҫҫӗ-ха. Анчах шӑрӑх килсен шыв ҫукки питӗ лайӑх сисӗнет. Ун чухне урамӗпех шывсӑр юлаҫҫӗ-мӗн. Куснар районти чи пысӑк ял шутланать. Унта 500 ытла кил. Шыв башни вара — пӗрре ҫеҫ. Паллӑ ӗнтӗ: вӑл кун чухлӗ кил валли ӗҫлесе ҫитереймест. Ара, вӑл кивелнӗ те ӗнтӗ. Пӑрӑхсене 30 ытла ҫул каяллах хунӑ. Вӗсем ҫӗрнӗ ӗнтӗ. Фермер хуҫалӑхӗсене те шыв ҫитмест. Ялта вӗсем 17-ӗн. Вӗсем пахчине шӑварма тытӑнсан ҫынсем шывсӑр юлаҫҫӗ. Ҫынсем те пахча ҫимӗҫе шӑвараҫҫӗ-ха. Хӑшӗ-пӗри Энӗше шыв илме каять, теприсем — ҫӑл патне. Теприсем килте ҫӑл чаваҫҫӗ. Анчах шыв тарӑнра-мӗн. 15–18 метр тарӑнӑш та чавма тивет-мӗн. Башня тума пулать, анчах администрацин кун валли укҫа ҫук-мӗн. Усламҫӑсем пулӑшма хыпӑнмаҫҫӗ пулмалла. Анчах лару-тӑру япӑхах мар-мӗн. Ял «Таса шыв — 2017» программӑна кӗнӗ. Пӑр вырӑнтан тапранмаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Каткасси ҫыннисем вара ял уявне питӗ илемлӗ вырӑнта — ҫӳллӗ хырсен хушшинче — ирттернӗ. Уява йӗркелес ӗҫе хӑй ҫине ҫак ялта хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ Валентин Иванов илнӗ. Малтанах уява пухӑннисене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Данилов саламланӑ. Вӑл ҫак уява йӗркелекенсене уйрӑммӑн тав тунӑ. Уява Шупашкартан та хӑна килнӗ. Каткассисене ЧР тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Вячеслав Оринов саламланӑ. «Кӑмӑл» пултарулӑх ушкӑнӗ ентешӗсене концертсемпе савӑнтарнӑ. Пӗр уяв та вӗсемсӗр иртмест. Халӑх Василий Степанов композиторӑн юррисене уйрӑмах кӑмӑлласа итленӗ. Уява килнисем халӑх вӑййисене, спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Утӑн 9-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗ уява пухӑннӑ. Вӗсен те ял кунне паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Уяв «Ӗмӗт» фольклор ансамблӗ «Ай-хай улма йывӑҫҫи» юрӑ юрланипе пуҫланнӑ. Концерта вӗсем К.Иванов ҫулталӑкне тата Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Яланхи пекех мӑнҫырмасене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов саламланӑ. Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн, чӑваш халӑх йӑли-йӗркине хисеплесе ӑна аталантарнӑшӑн вулавӑш заведующийне О.Ильинана, клуб заведующине Э.Кузнецовӑна, Л.Романова культйӗркелӳҫӗне грамотӑпа чысланӑ. Мӑнҫырмасене саламламашкӑн сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ. Вӗсем чи маттур та хастар ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе чысланӑ. Шупашкарти Вӑрмарсен ентешлӗхӗн президенчӗ Юрий Филиппов клуб заведующийне диск тата Мӑнҫырма ялӗн гимнӗн текстне парнеленӗ. Унтан Юрий Михайлович ял гимне пӗрремӗш хут юрланӑ. Мӑнҫырмасен уявӗнче концерт пуян пулнӑ. Юрӑсем таврана тахҫанчченех янӑраттарнӑ… Сӑнсем (53) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Питравра Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗнче те Питрав кунне ирттернӗ. Пӗчӗк Яманкасси ялӗнче пурӑнакансем япӑх ҫанталӑка пӑхмасӑрах пӗрле савӑннӑ. Ентешӗсене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Чертов чунран саламланӑ. Уяв вырсарникуна лекнӗрен ҫынсем пухӑнкаланӑ. Питравра яманкассисем ял кунне паллӑ тунӑ. Уявра вӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ, юратнӑ юрӑсене итленӗ. Вӗсене «Шупуҫ» фольклор ушкӑнӗ шӑрантарнӑ. Ял ҫыннисем валли вӑйӑсемпе конкурссем йӗркеленӗ. Ҫынсем михӗсемпе ӑмӑртса чупнӑ, вӗрен туртнӑ… Хӑнасем пурте чӑваш шӳрпине ҫисе пӑхнӑ. Ӑна ҫавӑнтах пысӑк хуранта пӗҫернӗ. Уявра кашни килте тенӗ пекех пуян сӗтел хатӗрленӗ, тӑванӗсене хӑналанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Паян, Питравра, Йӗпреҫ районӗнчи Смычка тата Ирҫе Малиновки ялӗсем уява пухӑннӑ. Смычка клубӗ умне ватӑсем те, ачасем те пухӑннӑ. Уява юнашар ялсенчи ҫынсем те килнӗ. Чи малтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Карсаков тухса калаҫнӑ. Вӑл уява паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнине палӑртнӑ, пурне те тулли кӑмалпа савӑнма ӑнӑҫу суннӑ. Ял ҫыннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров та килнӗ. Вӑл вара ҫынсене спорт мероприятийӗсенче ҫитӗнӳсем тума вӑй суннӑ. Николай Петрович Альбина Михетовӑна Йӗпреҫ районӗн грамотине панӑ. Волейбол лапамӗнче тупӑшу хӗрӳ иртнӗ. Уяв вӗҫӗнче пурте сӗтел хушшине ларса шӳрпепе хӑналаннӑ. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫулла республикӑри ялсем хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Тӗрлӗ енне саланнӑ ентешсем ҫав кун пӗрле пухӑнса савӑнаҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче пурӑнакансем та нумаях пулмасть пӗрле пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ял уявне 2001 ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче сорӑмсем ирех савӑнӑҫлӑ пулнӑ. Яла ҫав кун ҫӗнӗ варкӑш кӗнӗ тейӗн. Килсен умӗнче ватӑсем сак ҫинче ларнӑ, ҫамрӑккисем вӗсем патне пырса сывлӑхӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Сорӑмсем хӑнасене ял пуҫӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унтан пурте яла пӑхса ҫаврӑнсан уяв лапамне ҫитнӗ те вӑйӑ картине тӑнӑ. Атнар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов ентешӗсене ырӑ сӑмахсемпе саламланӑ, пурне те пӗрле кар тӑрса ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Хисеплӗ хӑнасен йышӗнче Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Александр Степанов та пулнӑ. Уявра хӑнасем, Сорӑма килнӗ ытти ҫынсем ял халӑхӗ пирки нумай ырӑ сӑмах каланӑ. Сӑнсем (69) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, шӑматкун, Куславкка районӗнчи Тӗмшер ялӗнче уяв иртнӗ. Халӑх стадиона пухӑнса ял уявне пухӑннӑ. Малтанах ентешӗсене Тӗмшер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Трофимов саламланӑ. Тӗмшерсене уявпа саламлама Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валентин Колумб та ҫитнӗ. Вӑл Николай Романова, Галина Сергеевӑна, Маргарита Беловӑна общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн грамотӑсемпе чысланӑ. Юрий Трофимов ял старостисене, общество ӗҫне хутшӑннисене, хастарсене Хисеп грамотисем панӑ. Паллах, уяв концертсӑр иртмен. Чӑваш эстрада артисчӗсем тӗмшерсене икӗ сехет савӑнтарнӑ. Ачасем те спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Вӗсене пурне те пылак парнесемпе хавхалантарнӑ. Ял ҫыннисем конкурссене хастар хутшӑннӑ. Кире пуканӗ йӑтассинче Эдуард Краснова ҫитекенни пулман. Шашкӑлла выляса Владимир Ярцев ҫӗнтернӗ. Ачасем валли вылямалли ятарлӑ лапам йӗркеленӗ. Унта шӑпӑрлансем аттракционсем ҫинче ярӑннӑ. Тӗмшерте мӗн тӗттӗмленичченех юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Сӑнсем (47) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш ялӗнче Акатуя паллӑ тунӑ. Уява ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Борцов уҫнӑ. Вӑл пурне те ӑнӑҫу сунса малашне те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Унтан кӗлкешсене Вӑрмар район администацийӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Тихонов саламланӑ. Кайран Г.Н.Ямуков фермер ӗҫ пӗтӗмлетӗвне тунӑ. Вӑл кӑҫал фермерсем ӗҫе лайӑх пурнӑҫланине палӑртнӑ. Унтан концерт пуҫланнӑ. Кӗлкешсем патне Шупашкартан чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ. Кӗлкешре пурӑнакан Светлана Ямукова пурне те хашламапа сӑйланӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем хӗрӳ иртнӗ. Маттуррисем волейболла вылянӑ, чупнӑ, вӗрен туртнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Каярахпа пуҫланнӑ ташӑ каҫӗ ирчченех пынӑ. Кӗлкешсем Акатуйра пӗрле пухӑнса чунран савӑннӑ. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Тӑвай районӗнчи Элпуҫ ял тӑрӑхӗнче «Таса ҫырансем» экологи акцийӗпе килӗшӳллӗн юханшывсене, пӗвесене ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Вӗсем ятарласа шӑматкунлӑх ирттернӗ. Аль пӗве хӗррине халӑх тата ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, Канаш хулинчи вӑй-хал культурипе спорт комплексӗн ӗҫченӗсемпе спортсменӗсем пулӑшнипе икӗ контейнер ҫӳп-ҫап пухнӑ. Нӳшкассинче Гавриловсен тата Волковсен ҫемйисем юханшыв хӗррине тирпей-илем кӗртнӗ. Ҫӗнҫырма ялӗнче ҫамрӑксем пӗве тата юханшыва хӗррисене ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Акци ҫынсене ҫутҫанталӑка упрамаллине ӑнланма пулӑшать. Халӑх экологишӗн кашни кунах тӑрӑшмаллине чухласа урамсене, пӗвесене, юханшывсене, парксене тирпей-илем кӗртме тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |